Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пуҫ ҫинчи тумтир (ТумС)

Тумтир словарӗн пайӗ, Хыпар хаҫатӑн 243-244, 246, 247 номерӗсенче пичӗтленнӗ статьяран илнӗ. Авторӗ — Никифор Наумов, ӑсчах. Ӳкерчӗксене Е. Гатауллина-Наумова, Е. Наумова ӳкернӗ.

Пуҫ ҫинчи тумтир

Астутарни: пуҫа чӑвашла "пуҫ", тӗрӗк-тутарла - "баш", вырӑсла - "башка", "гол", "кол", "хол", латынла - "кап" теҫҫӗ.

Калпак — пуҫ витти, пуҫ хуппи, пуҫ пӑкки. Тӗрӗк чӗлхинче "колпак", вырӑсла "колпак", "клобук", "шапка" /капка/.
Сӑран калпак , тир калпакӗ, ҫыхнӑ калпак, кӗҫҫе калпакӗ, ҫемҫе калпак, пурҫӑн калпак, пир калпакӗ, хӗрарӑм калпакӗ, арҫын калпакӗ, кӗру калпакӗ, салтак калпакӗ, тимӗр калпак, чӑнкӑ калпак, лапка калпак, хура калпак, шурӑ калпак, шӗвӗр калпак, калпак ҫӗвӗҫҫи, калпак калӑпӗ.

Капка, калпак — авалхи ҫар ҫыннин йывӑҫ капташкинчен чакаласа тунӑ хӳтлӗх калпакӗ. Хальхи пек каласан шлем-калпак. Ӑсчахсем /В.И.Даль/ "капка" сӑмахӗнчен "шапка", "кепка", "чепка" сӑмахсем, ҫӗлӗк ячӗсем пулса кайнӑ тесе ҫыраҫҫӗ.

Карттус — ҫӗлӗк, сӑмсаллӑ ҫӗлӗк. Вырӑсла "картуз", нимӗҫле - "картузе", "кулек", "кулечек", голландсен чӗлхинче — "карпуз" — головной убор. XVIII ӗмӗрте Атӑл ҫине куҫса килнӗ нимӗҫсем урла вырӑс, чӑваш тата ытти халӑх чӗлхине кӗнӗ.
Сӑран карттус, сукна карттус, кусуруклӑ карттус, кусуруксӑр карттус, самсаллӑ карттус, сӑмсасӑр /моряксен/ карттус, кашӑллӑ карттус, тумеллӗ карттус, хӑлхаллӑ карттус.

Кӗҫҫе пит — /вырӑсла маска/ суя пит. Пите хӳтӗлекен кӗҫҫе. Манӑҫа тухнӑ ҫӗлӗк. Халӗ вӑрҫса калакан сӑмах.

Кик — ҫӗлӗк ҫинчи, пуҫ тутри ҫинчи киккирик е мӑкӑр /мӑйрака/. Вырӑсла "кич". Киклӗ калпак. Манӑҫа тухнӑ тумтир. Усал ҫынна "Унӑн кикӗ нумай /ҫӳллӗ/" тесе калаҫҫӗ.
XIX ӗмӗрте чиркӳ ҫыннисем ку язычниксен тумтирӗ тесе вырӑссене те тӑхӑнтартма пӑрахтарнӑ.

Кӗлептуҫ - пуҫ кӗли, пуҫ хуппи. Тӳпетей, тюбетейка. Пиртен ҫӗлесе, ҫӗлӗк калпак айне тӑхӑннӑ.

Крымиска, крымкка — ҫӗлӗк /крымская шапка/. Шурӑ кӗрӗк калпак. Шурӑ путек тирӗнчен ҫӗленӗ хӑлхасӑр калпак.

Масмак — пуҫ ҫине ҫыхакан тӗрӗллӗ хӑю, ҫыхӑ, ытларах хӗрарӑмсем ҫыхаҫҫӗ.
Тӗрӗллӗ масмак, сантал масмак, нухрат, шӑрҫа ҫакнӑ масмак. Вирьялсен масмакӗ, анат,
анат енчисен масмакӗ.

Мӑлахай, мулахай — 1. ҫӗлӗк, хӑлхаллӑ кӗрӗк калпак. 2. Пилӗксӗр сӑхман. "Восточная большая, ушастая /с лопастями/ шапка на меху носят киргизы, башкиры и др. народы" /В.И.Даль/. К.Буровик - "Известен со времен Древней Руси. Имеет четыре "лопасти". Две большие, закрывавшие уши и щеки, - их обматывали вокруг шеи и завязывали на затылке и две небольшие, которые прикрывали затылок и лоб".
Тиртен ҫӗленӗ мӑлаххай, сукнапа тиртен ҫӗленӗ мӑлаххай, кӗрӗк тиртен ҫӗленӗ мӑлаххай. Хӑлхаллӑ хӗллехи калпак.

Пӗркенчӗк — 1. Кирлӗ вӑхӑтра /сивӗ, ҫумӑр вӑхӑтӗнче/ усӑ куракан ҫи витти. 2. Туй вӑхӑтӗнче качча тухакан хӗрача пӗркенекен пуҫа-пӗве витсе тӑмалли ятарлӑ ҫи витти, ятарлӑ пӗркенчӗк /тӑваткӑлӗ 1,2-1,4, X 1,4-1.5 см/ йӑла тӑрӑх, туй вӑхӑтӗнче пулас кин килтен тухса упӑшки /каччӑ/ килне кайса кӗриччен, вырнаҫиччен хирӗҫле ӗҫсем тума пултаракан усалсенчен пӗркенчӗк айне тӑрса хутӗленнӗ. Пӗркенчӗк кӗтессисене чӗрӗлӗх тӗррисене тӗрленӗ. Пӗркенчӗке ӗмӗр-ӗмӗр упранӑ. Амӑшӗн пӗркенчӗкӗпе хӗрӗ витӗннӗ. Иӑхра пӗркенчӗк ҫиччӗмӗш сыпӑка ҫити куҫса ҫитнӗ пулсан вӑл асамлӑх шутне куҫнӑ. Ҫакӑ пӗркенчӗк асамлӑ чирлӗ ачасене те сыватать тенӗ.

Пуҫ ҫи — 1. Пуҫ ҫине витнӗ тутӑр, калпак, ҫӗлӗк. 2. Пуҫлӑх. Башлык. манӑҫа тухнӑ тумтир /т.т./. Ӑна тутар тухнӑ тумтирӗ, салтак /XIX ӗмӗрччен/ тухнӑ тумтиррӗ тенӗ.

Сурпан, сурбан — хӗрарӑмсен пуҫ ҫине ҫыхакан тӗрӗллӗ, тӑрӑхла чӗллӗ тутӑр тӗрӗллӗ пуҫ ҫыххи. Вӑл пит шӑлли майлӑ вӑрӑм, /250x30 см/ вӗҫӗсене шӑптӑкласа илемлетнӗ. Унӑн вӗҫӗсене е ҫурӑм ҫине антарса ярса саркӑчпа ҫыхаҫҫӗ е пуҫ ҫине ҫавӑрса /тутар енче/
чалма пек ҫыхаҫҫӗ. Сурбан, тюрбан /перси/ сӑмаха ҫывӑх. Тюрбан вӗлтрен сӳсӗнчен тӗртсе тунӑ пир ячӗ. Унпа пуҫа ҫавӑрса ҫыхнӑ. Ӑна пуҫ ҫыххи тенӗ. IV-V ӗмӗрте xӑвашсен ватӑ аслашшӗ-асламӑшсем унпа усӑ курма пуҫланӑ темелле.

Ҫӗлӗк, ӗҫлӗк — пуҫ ҫине ҫӗлесе тӑхӑннӑ тумтир, ҫилӗк, калпак, пуҫ хуппи, пуҫ ҫийӗ. 1. Ҫӗлӗк. 2. Йӑлӑк /перси/ патшан хӳтлӗх калпакӗ ятӗнчен пулса кайма пултарнӑ. Ҫӗленӗ ҫӗлӗк, ҫыхса тӑхӑннӑ ҫӗлӗк, хӑлхаллӑ ҫӗлӗк, сӑран ҫӗлӗк, кӗҫҫе ҫӗлӗк, шӗлепке ҫӗлӗк, шӗвӗр вӗҫлӗ ҫӗлӗк, шиш лартнӑ /ҫыхнӑ/ ҫӗлӗк.

Ҫӗвӗҫ — тумтир ҫӗлеме пӗлекен ӑста, вырӑсла "портной". Хӗрарӑм ҫӗвӗҫ, арҫын ҫӗвӗҫ. Хӗрарӑм тумтирне ҫӗлекен ҫӗвӗҫ. Арҫын тумтирне ҫӗлекен ҫӗвӗҫ. Алпа ҫӗлекен ҫӗвӗҫ. Машинӑпа ҫӗлекен ҫӗвӗҫ. Килте ҫӗлекен ҫӗвӗҫ. Ялтан-яла ҫӳресе ҫӗлекен ҫӗвӗҫ.
"Тумтире виҫсе каснӑ чух, ҫӗвӗҫ йӗппипе ҫурӑма кӑшт чиксе илчӗ".
"Ҫӗвӗҫ йӗппи тумтир ҫӗлет, чире хӑвалать."

Ҫи витти — 1. Пуҫ ҫине витнӗ хӑлат, тутӑр, пӗркенчӗк. 2. Кӗрӗк ҫине ҫӗлесе витнӗ тир. Пысӑк ҫи витти, кӗҫҫе ҫи витти, сӑхман ҫи витти, михӗрен кӗтесленӗ ҫи витти, тутӑр ҫи витти, шаль ҫи витти.

Тум — тӑхӑнса ҫӳрекен тумтир, атӑ-пушмак.

Тумтир — ҫи витти, кӗпе-йӗм, ҫӗлӗк-калпак, атӑ-пушмак. В.Г.Егоров тумтир — икӗ сӑмахран: тум — ҫи витти тата тир сӑмахсенчен ҫыхӑнса тӑрать тесе шутлать. Тумтир лавкки, тумтир ҫӳпҫи, тумтир арчи, тумтир кӗлечӗ. Хӗллехи тумтир, ҫуллахи тумтир, илемлӗ тумтир, ӑшӑ тумтир.

Тутӑр — пуҫ витти, пуҫ ҫыххи. /тура, ҫӳлте тӑрать сӑмахран/. Хӗрарӑмсем, хӗрачасем ҫыхакан тутӑр. Тӑваткӑл тутӑр, тӑрӑхла тутӑр, ҫӑм тутӑр, пысӑк тутӑр, ярапаллӑ тутӑр, кӗшемер /Кашимир хулинчи/ тутӑр, пир тутӑр, тӗрӗленӗ тутӑр, лавкка тутӑрӗ, чечеклӗ тутӑр, ҫӳхе тутӑр, шурӑ тутӑр, кӗрӳ тутӑрӗ, сӑмса тутӑрӗ.

Тухья — хӗрачасен пуҫ ҫине тӑхӑнакан авалхи калпакӗ. Авал тухья вӑрҫа тухакансен калпакӗ пулнӑ. Тӗрӗк чӗлхинчи "такыйа", "такйа", "такыя" - калпак, женский колпак, шапочка тенине пӗлтерет.
Перси чӗлхинчен тухнӑ сӑмах тесе шутлаҫҫӗ. Тухья шӗвер пикеллӗ, хӑлхаллӑ. Сӑран кӑшкарӗ ҫине нухратсем ҫӗленӗ, шӑрҫасемпе илемлетсе тӗрӗленӗ. Тухья чӗнтӗрӗ, тухья мӑйри, тухья ярапи, тухья ҫакки. Тури чӑвашсен тухьи, анат енчи чӑвашсен тухьи. Тухьяна хӗрачасем кӑна тӑхӑнаҫҫӗ.

Тӳпетей, тубетей — пуҫ ҫине тӑхӑнмалли ӑшӑх калпак. Тӳпе ҫийӗ, тийӗ сӑмахӗсенчен тӑрать. Терӗллӗ тупетей, капӑр тупетей, тутар тупетейӗ. Тупетее тутарсем тӑхӑнаҫҫӗ.

Хурашка — вырӑсла "фуражка" теҫҫӗ, французла "фураж" - улӑм. Ҫӗлӗк, карттус, сукнаран, пусмаран ҫӗленӗ пуҫ витти. Куллен тӑхӑнакан ҫӗлӗк. Лапка е сарлака, е хӑлхаллӑ, е вӑрӑм, е кӗске сӑмсаллӑ ҫӗлӗк.

Хушпу — хӗрарӑмсен авалхи калпакӗ. Авал вӑрҫӑ хирне тухмалли тумтир пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Сӑмахӗ ӑҫтан тухнине пӗлместӗп. /Каш-тӗрӗк чӗлхинче - "повязка"/. Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсем "эшпӳ" /ҫармӑс/, "кашпу" /удмурт/, "кашпав" /мордва/, "каш мау" /пушкӑрт/, "кашбау" /тутар/ ятпа калаҫҫӗ.
Хушпу сӑран кӑшкарӗ ҫине нухратсем шӑрҫасем ҫӗлесе илемлетсе тунӑ пуҫ хуппи. Анат, анат енчи чӑвашсем хушпу тӳпине хупмаҫҫӗ, уҫӑ хӑвараҫҫӗ. Пурте хушпу хыҫне, хӳрине, хушпу ҫумне ҫӗлеҫҫӗ. Ӑна та нухратсемпе ҫӗлесе илемлетеҫҫӗ. Хушпуна херарамсем кӑна тӑхӑнаҫҫӗ. Хушпу ҫамки, хушпу хыҫӗ, хушпу ҫакки, хушпу нухрачӗ-тенки, хушпу хӑлхи, хушпу тӑрри, хушпу эрешӗ, хушпу илемӗ, хушпу хакӗ. Хушпу сумӗ темиҫе лаша илме ҫитет.

Чалма — пуҫ ҫине ҫыхакан, сыракан сурпан. Мӑсӑльмансен тумтирӗ. Тутар енчи чӑвашсем сурпана чалма туса ҫыхнӑ.

Чаплашка — 1. Пуҫ ҫине, ҫӗлӗк, тутӑр айне тӑхӑнакан ҫухе ҫӗлӗк, тӳпетей, чепчик. Чебоксары хула ячӗ сарӑ илемлӗ чаплашка сутнӑ пасар ятӗнчӗн пулса кайнӑ текен юмах та пур. 2. Пӗчик тӑм чашӑк. 3. Юман йӗкелӗн хӑпӑлӗ.

Шӗлепке — /вырӑсла шляпа, шлеп е ҫӗлӗк сӑмахран/. Вырӑссем Атӑл енчи халӑхсен кӗҫҫерен йӑваласа тунӑ ҫӗлӗкне шӗлепке тесе каланӑ. Кӑҫат кунчи пек турӗ лапка ҫийӗллӗ шӗлепкене ямшӑк ҫӗлӗкӗ е хресчен шӗлепки тенӗ. Аркине тавӑрнӑ шӗлепке. Арки, анӗ ҫунатланса тӑракан шӗлепке. Ҫӳллӗ шӗлепке, ӑшӑх шӗлепке, хура шӗлепке, шурӑ шӗлепке, чӑваш шӗлепки, тутар шӗлепки, вырӑс шӗлепки. Хура шӗлепкене "чувашка" тесе каланӑ. В.И.Даль ӗҫ тӑвакан ҫынсем шӗлепке тӑхӑннине палӑртать, кучерская /прямая/ шляпа, бурлацкая шляпа, поповская шляпа, ямщицкая шляпа, крестьянская шляпа ХIХ-ХХ ӗмӗрсенче шӗлепке Европӑра пысӑк модӑна кӗрет, ытларах, хӗрарӑм тӑхӑнаканнисем. Вӗсен ятне те, шутне те пӗлсе пӗтереймӗн.

Шлык, шылӑк — 1. Ҫи витти. 2. Ҫӗлӗк. Манӑҫа тухнӑ ҫӗлӗк. 3. Туй ирттерме карнӑ ҫилӗк, шылӑк.

Ялмак, йӑлӑмӑк — вырӑсла "яломак". Сурӑх ҫӑмӗнчен /ҫурхи/ йӑваласа тунӑ ҫӗлӗк, шӗлепке, чаплашка, хӑлхасӑр ҫӗлӗк, хӑлхасӑр шӗлепке. Манӑҫа тухнӑ ҫӑм /кӗҫҫе/ калпак.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-01-14 02:40:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5114 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем